Кĕçнерни кун, 28.11.2024, 02:02
Приветствую Вас Гость | Регистрация | Вход

Вĕренÿ порталĕ

Меню
Кĕмелли
Сайтри шырав
Статистика
Главная » Хыпар арчи

Шăматкун, çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче 'Чăваш ачи, сассуна пар" видеосăвăсен конкурсĕнче çĕнтернисене чысланă.

Категори: Ытти хыпарсем | Пăхнă: 1442 | Хушнă: салам | Хăçан: 26.05.2014 | Комментарисем (16)

Топонимикăпа ирттернĕ пĕрремĕш интернет олипиадăна тата "Чăваш йăмри" интернет конкурса хутшăннă ачасемпе педагогсем хутшăнаканăн сертификатне Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнчен уçласа илме пултараççĕ. Сайта çак каçăпа кĕме пулать: http://inset.chv.su
Категори: Топонимика хыпарĕсем | Пăхнă: 391 | Хушнă: салам | Хăçан: 15.01.2014 | Комментарисем (0)

Топонимикăн 1-мĕш олимпиадин çĕнтерÿçисем паллă. Вĕсем çинчен инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче пĕлме пулать.  1-мĕш вырăнсене вара  виççĕ ача çĕнсе илнĕ: Дарья Валиулина (Тутар Республики), Ксения Александрова (Канашри 3-мĕш шкул) тата Анастасия Федорова (Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассинчи  вăтам шкул).  Çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Тав çырăвĕпе чыслать. Ачасем Хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. Олипиадăна хутшăнннă шкул ертÿçисем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн Хутшăну сертификатне илме тивĕçнĕ. Чыслав хăçан пуласси çинчен хутшăнакансене уйрăм хыпарлăпăр..
Категори: Топонимика хыпарĕсем | Пăхнă: 431 | Хушнă: салам | Хăçан: 27.12.2013 | Комментарисем (0)

 

Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче топонимика уйрăмне майлама пуçларăмăр. Кунта Чăваш Республикине кĕрекен мĕнпур ялсене, топонимика олимпиадине хутшăнакансем ярса панă материалсене кĕртме палăртнă.

Категори: Топонимика хыпарĕсем | Пăхнă: 537 | Хушнă: салам | Хăçан: 09.07.2013 | Комментарисем (0)

Пирĕн порталăн тĕп тĕллевĕ - чăваш вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсене кулленхи ĕçпе вĕренÿре пулăшма хатĕрленĕ сайтсене пĕр çĕре пуçтарасси тата ĕçе туллинрех тума çĕнĕ сайтсем йĕркелесси.
Хальлĕхе ку портала Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн, педагогсен интернет канашлăвĕн, чăваш шкул телевиденийĕн, "Шкулта" интернет журналăн сайчĕсене кĕртнĕ. Малалла ачасене вĕренме пулăшмалли ятарлă сайтсем уçăпăр ку порталта. Малтанласа палăртнă тăрăх кунта теори материалĕсемпе пĕрлех хăнăхтарусем те пулмалла. Унсăр пуçне чăваш ен историйĕпе культурине чĕлхепе çыхăнтаракан тепĕр сайт вырнаçăнмалла, унăн ăшчикне вара вĕрентекенсемпе вĕренекенсен тултармалла пулать.
Анчах та хальлĕхе пурин çинчен те каласа парассăм килмест - хăшĕ-пĕри вăрттăнлăх пултăр. Порталта эсир хăвăра кирлĕ пур япалан ... Малалла вула»
Категори: Ытти хыпарсем | Пăхнă: 635 | Хушнă: салам | Хăçан: 08.06.2013 | Комментарисем (1)