Вырăн | Ял - Чăваш Çармăс (деревня Кубня Ибресинского района Чувашской Республики) | |||||||
Географи вырнаçăвĕ | Широта: 55.160002 Долгота: 47.233180 |
|||||||
Географи сăнлавĕ | Ял Кěтне юхан шывĕн сылтăм çыранĕнчен 1
çухрăмра вырнаçнă.
Çĕр айĕнчи шывсем тарăнра мар,
вырăнăн-вырăнăн шурлăх та тăваççĕ. Ял варрипе кăнтăртан çурçĕрелле чукун тата авто çулсем иртеççĕ. Кăнтăр - кăнтăр-хĕвелтухăç енче пысăках мар тĕрлĕ йывăçлă вăрман пур, хĕвел анăç енче хыр ращи ÿстернĕ. |
|||||||
Халапĕ | Çармăс ялĕ
икĕ ялтан Чăваш тата Ирçе Çармăсран тарать.
Вĕсем Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс
ял тăрăхне кĕреççĕ. Ирçе Çармăс ял тăрăхĕ Чăваш Республикин илемлĕ те таса кĕтесĕнче вырнаçнă. Йĕри-тавра вăрмансем мăнаçланса лараççĕ, пысăк кÿлĕсем хăйĕн илемĕпе тыткăнлаççĕ. Ирçе Çармăс тата Чăваш Çармăс ялĕсем Атла тата Кĕçĕн Атла çырмисем çинче вырнаçнă. Çырмисен ячĕсем епле пулса кайнине никам та пĕлмест. Авалхи документсенче Атла çырмине Аутла тесе асăнни пур. В. Н. Ковешниковăн «Кубаньăн топонимикин очеркĕсем» кĕнекинче çапла çырнă, «...Тăван кăнтăр енче Аутлевсен йăхĕ тĕпленнĕ, çакăнтах пысăках мар çырма юхса выртать, вăл та Аутла ятлă. Топоним адыгей халăхĕ хушшинче анлă сарăлнă Аутлев текен хушаматран пулса кайнă. Антропоним «юланутсăр тата шавлăн сунарланни» тенине пĕлтерет». Çырма ячĕ çын ятĕнчен, е сунартан куçма пултарнă, мĕншĕн тесен Çармăс тăрăхĕ тискер чĕр-чунпа пуян пулнă. Хĕрĕх çул каялла Çармăс тăрăхĕнче Атла тата Кĕçĕн Атла çырмисем çинче пурĕ çичĕ пĕве пулнă. Çуллахи шăрăх кунсенче çак пĕвесенче ачасем кăна мар, мăн çынсем те чÿхеннĕ, лашасене те шыва кĕртнĕ. Хĕлле пăр çинче хоккейла вылянă. Ватăсен аса илĕвĕсем тăрăх çак ялта пурăнакан Акшаров Евсей ăста платник йывăçран кимĕ касса лартнă. Уявсенче вара çак кимĕ çинче ял варринчи пĕвере купăс каласа юрлакан çынсене ярăнтарнă. Хальхи вăхăтра пĕвесен шучĕ самай чакнă. Вĕсен урлă çуран утса тухма пулать, шывĕ чĕркуççи таран çеç. Чăнах та, пĕвесен ĕлĕкхи илемне тавăрма вăхат çитрĕ пулĕ, вун-вун çул хушшине пухăннă юшкăнран тата тĕрлĕ çуп-çапран тасатмаллах ĕнтĕ вĕсене. Авлтанах чăваш ялĕсем çырма, е кÿлĕ хĕрринче вырнаçнă, яланхиллех инçех те маар вăрман кашланă, тата çăлкуç тапса тăнă. Ватăсем каланă тăрăх Чăваш Çармăс ялĕ Кĕтне çырми çинче, хальхи ял вырăнĕнчен çурçĕрелле пилĕк çухрăмра вырнаçнă пулнă. Анчах та çакăнта тискер чĕр-чунсем питĕ йышлă пулнă, çакă çынсене хăратнă. Ĕçмели шыв та тутлах пулман. Пĕррехинче пĕр ял çыннин вăкăрĕ çухалать. Хуçи ăна шыраса Аутла (Атла) хĕрринчи çăлкуç патне тухать. Чăвашсен ĕненĕвĕ тăрăх вăкăр чарăнса тăнă вырăн телейлĕ шутланать. Пĕтĕм ял халăхĕ çакăнта пурăнма куçать. Атлапа Кĕçĕн Атла çырмисен хĕрринче темиçе çăлкуç вырнаçнă. Çуллахи шăрăх кунсенче те вĕсенчен таса та сивĕ шыв тапса тăрать. Ял халăхĕн пуссисенче шыв чаксан, шăпах çак çăлкуçсем хăтараççĕ. Ял çыннисен çăлкуçсене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Хăйсен илемлĕхĕпе тыткăнлаччăр, савăнтарчăр вĕсем иртен çÿренĕ. |
|||||||
Истори справки | Ирçе Çармăс ял тăрăхĕ Чăваш Республикин илемлĕ те таса кĕтесĕнче вырнаçнă. Йĕри-тавра вăрмансем мăнаçланса лараççĕ, пысăк кÿлĕсем хăйĕн илемĕпе тыткăнлаççĕ. | |||||||
Ирçе Çармăс тата
Чăваш Çармăс ялĕсем Атла тата Кĕçĕн
Атла çырмисем çинче вырнаçнă. Çырмисен
ячĕсем епле пулса кайнине никам та пĕлмест. Авалхи документсенче Атла çырмине Аутла тесе асăнни пур. В. Н. Ковешниковăн «Кубаньăн топонимикин очеркĕсем» кĕнекинче çапла çырнă, «...Тăван кăнтăр енче Аутлевсен йăхĕ тĕпленнĕ, çакăнтах пысăках мар çырма юхса выртать, вăл та Аутла ятлă. Топоним адыгей халăхĕ хушшинче анлă сарăлнă Аутлев текен хушаматран пулса кайнă. Антропоним «юланутсăр тата шавлăн сунарланни» тенине пĕлтерет». Çырма ячĕ çын ятĕнчен, е сунартан куçма пултарнă, мĕншĕн тесен Çармăс тăрăхĕ тискер чĕр-чунпа пуян пулнă. |
||||||||
Хĕрĕх çул каялла
Çармăс тăрăхĕнче Атла тата Кĕçĕн
Атла çырмисем çинче пурĕ çичĕ пĕве
пулнă. Çуллахи шăрăх кунсенче çак пĕвесенче
ачасем кăна мар, мăн çынсем те чÿхеннĕ, лашасене те шыва кĕртнĕ. Хĕлле пăр çинче хоккейла вылянă. Ватăсен аса илĕвĕсем тăрăх çак ялта пурăнакан Акшаров Евсей ăста платник йывăçран кимĕ касса лартнă. Уявсенче вара çак кимĕ çинче ял варринчи пĕвере купăс каласа юрлакан çынсене ярăнтарнă. Хальхи вăхăтра пĕвесен шучĕ самай чакнă. Вĕсен урлă çуран утса тухма пулать, шывĕ чĕркуççи таран çеç. Чăнах та, пĕвесен ĕлĕкхи илемне тавăрма вăхат çитрĕ пулĕ, вун-вун çул хушшине пухăннă юшкăнран тата тĕрлĕ çуп-çапран тасатмаллах ĕнтĕ вĕсене. |
||||||||
Авлтанах чăваш ялĕсем
çырма, е кÿлĕ хĕрринче вырнаçнă, яланхиллех
инçех те маар вăрман кашланă, тата çăлкуç
тапса тăнă. Ватăсем каланă тăрăх Чăваш Çармăс ялĕ Кĕтне çырми çинче, хальхи ял вырăнĕнчен çурçĕрелле пилĕк çухрăмра вырнаçнă пулнă. Анчах та çакăнта тискер чĕр-чунсем питĕ йышлă пулнă, çакă çынсене хăратнă. Ĕçмели шыв та тутлах пулман. Пĕррехинче пĕр ял çыннин вăкăрĕ çухалать. Хуçи ăна шыраса Аутла (Атла) хĕрринчи çăлкуç патне тухать. Чăвашсен ĕненĕвĕ тăрăх вăкăр чарăнса тăнă вырăн телейлĕ шутланать. Пĕтĕм ял халăхĕ çакăнта пурăнма куçать. |
||||||||
Атлапа Кĕçĕн Атла
çырмисен хĕрринче темиçе çăлкуç
вырнаçнă. Çуллахи шăрăх кунсенче те
вĕсенчен таса та сивĕ шыв тапса тăрать. Ял халăхĕн
пуссисенче шыв чаксан, шăпах çак çăлкуçсем хăтараççĕ. Ял çыннисен çăлкуçсене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Хăйсен илемлĕхĕпе тыткăнлаччĕр, савăнтарчĕр вĕсем иртен çÿренĕ. |
||||||||
|
||||||||
Фото ÿкерчĕкĕ | ||||||||