Чутей ялĕ Чăваш Республикинчи Тăвай районне кĕрет.Вăл Республикăри вăтаçĕр тăрăхĕнче(центральной полосе) вырнаçнă. Чутей ялĕ Тăвай район центрĕнчен 15 км, Шупашкар хулинчен 119 км кăнтăралла вырнаçнă.  Чутей ялĕ çурçĕр, çурçĕр-хĕвеланăç тата хĕвеланăç енчен Тĕмер ял поселенипе , кăнтăр тата кăнтăр хĕвелтухăç енчен Тутар Республикипе чикĕленсе тăрать. Çурçĕр-хĕвеланăç енче пысăк вăрман ÿсет. Чутей ялĕпе Тутар ялĕ чикĕленнĕ вырăнта Инеш ятлă юханшыв юхса выртать. Ялăн хĕвелтухăç енĕпе Кĕтне юханшыв саркаланса юхать. Чутей ялĕ урлă республика шайĕнчи пысăк çул иртет, ку аслă çул Тутар Республикинчи Кайбици район центрне  çыхăнтарса тăрать.