Анлăхĕ: 55.479078

Тăрлăхĕ: 47.511007

55°28′44.68″N (55.479078)55°28′44.68″N (55.479078)

«Аслыр» - аслă, ырлăх, вырăсла - великая благодать тенине пĕлтерет. Скворцов Г. П. тĕпчевçĕ Аслыр вырăна çапла сăнласа панă. «Йĕри-тавра çăра вăрман. Вăрман çумĕпе пĕчĕк юхан шыв юхса иртнĕ. Аякрах мар –таса çăл куç пулнă, унпа юнашар - кÿлĕ.  Шывра кăвакалсем ишнĕ, кÿлĕре – пулăсем. Вăрмантан инçĕх мар тырă акнă уйсем тинĕс пек хумханнă. Уçланкăра кайăксем ăмăртса юрă шăрантарнă.»

 Чăнах та ĕнтĕ, çак чăн-чăн юмахри пек илемлĕ вырăна мĕнле урăх ят пама пултарнă-ха ĕлĕкхи чăвашсем! Чăваш чĕлхи хăватлă, сăмахĕ сăнарлă. Çакăнта çырса кăтартнă илемлĕ вырăн ял варринче тăрса юлнă. Çăл куç çынсене паян кун та вăй-хал парса тăрать.

  Çулла çак вырăнран илемлĕреххи çук та пулĕ таврара! 

 - «Аслыр» çăл куçĕ патне çынсем килсех тăраççĕ. Кунта çулла яланах çын йышлă. Эпир ăна çветтуй илсе килсех тасатрăмăр. Çветтуй Николай-чудотворец ятне патăмăр. Çак вырăнтан халăх кайма пĕлмест», - тет Уçырма ял администрацин пуçлăхĕ Валерий Тимофеевич Иванов.

Александрова Ксения Витальевна  тата Кузнецов Никита Евгеньевич (Канашри 3-мĕш шкул) хатĕрленĕ.

IMG_0379