Анлăх: 55.484696

Тăрлăх: 47.511500

Географи сăнлавĕ

  Уçырма ялĕ (Малые Бикшихи) – Раççей Федерацине кĕрекен ял, Чăваш Республики, Канаш районĕ.

Шупашкартан 80 çухрăм кăнтăр-хĕвел тухăçнелле, район центрĕнчен 2 çухрăмра вырнаçнă.

Ялтан 2 çухрăмра Раççей пĕлтерĕшлĕ чукун çул, ял çумĕпех автотрасса иртет.

Ялăн историллĕ ячĕ - Бикшеиха, Малая Бикшиха.

Çут çанталăк зони. Вăрманлă-çеçен хирлĕ зона.

Рельеф. Çырма-çатраллă айлăм вырăн.

Çĕрĕ хура тăпраллă.

Климат. Вăтам континентлă климат.

Ял варрипе Уçырма (Озирма) шывĕ юхса иртет.

Флора тата фауна. Шывра тĕрлĕ чĕр чун, пулă пурăнать.

Вăрманта çулçăллă тата лăсăллă йывăçсем ÿсеççĕ, кăмпа-çырла нумай. Кашкăрсем тилĕсем, пăшисем, пурăшсем, хир сыснисем, кайăксем пурăнаççĕ

Халăх шучĕ. Ялта 1599 çын пурăнать.

Официаллă чĕлхисем: чăваш тата вырăс чĕлхисем.

Гимн. Ялăн хăйĕн гимнĕ пур. Сăвви В. Ивановăн, кĕвви Э. Табаевăн.

Ял 1646 çулта никĕсленнĕ.

Халăх ĕçĕ-хĕлĕ. Ял çыннисем ытларах çĕр ĕçĕпе тăранса пурăнаççĕ, вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеççĕ. Нумайăшĕ район центрĕнче ĕçлет. Çамрăксем вахта йĕркипе ытти хуласене те ĕçлеме çÿреççĕ.

 

Историпе халăх сăмахлăхĕ

 

  Хусан ханĕ çĕнтернĕ хыççăн Хаяр Иван патша çак çĕрсене княçсемпе чикÿре ĕçлекенсене валеçсе панă. Ял çыннисем, кунта пурăнакан чăвашсем, çĕрсĕр тăрса юлнă. Çĕрсĕр тăрса юлнă 7 çемье (Пикших, Мертен, Шанкар тата 4 çемье) çĕр шыраса Вырăскас Пикшихе килеççĕ те çĕр пÿртре пурăнма пуçлаççĕ. Ялне вара хăйсен тусĕ ячĕпе Пикшик, каярахпа Пысăк Пикших ялĕ теме пуçлаççĕ.    

  Пирĕнтен инçех те мар

  Чăваш ялĕ ларнă тет.

  Çакă ялăн çумĕнче

  Пĕчĕк шурлăх пулнă тет.

  Вăштăр-вăштăр çил вĕрнипе

  Хăмăшсем кашланă тет.

  Çак ялта ыр çынсемпе пĕрле

  Пибук чăваш пурăннă тет.

  Çĕр ĕçленĕ, вăрман каснă,

  Пуçа усса ларман тет.

  Темле йывăр пулсассăн та

  Юрра-ташша манман тет.

  Чăваш çепĕç юррисем

  Таврана ян! кайнă тет,

  Чĕрене хускатнă тет.

   1645 çулта çак Пибукăн вăкăрĕ çухалнă тет. Хуçа хăйĕн вăкăрне шыраса йĕр тăрăх кайнă. Таçта та шыранă, анчах ниçта та тупайман тет хăйĕн вăкăрне мĕскĕн чăваш. Çĕр çывăрайман – куляннă, лăпланайман – шыранă. Виççĕмĕш кунне ирех тăнă тет Пибук. Пур ĕçе те пăрахса тухса кайнă тет каллех вăкăр шырама. Утнă-утнă, ялтан 7-8 çухрăмри кăнтăр-хĕвел тухăçĕнчи вăрмана пырса лекнĕ тет. Ывăнса çитнĕ чăваш канма ларнă. Çав вăхăтра симĕс уçланкăра хăйĕн вăкăрĕ çÿренине  курнă тет. Савăнса кайнă Пибук, вăкăрĕ патне чупнă, ыталаса илсе макăрса янă. Вăкăр хуçи çине айăплăн пăхнă.

-Кунта лайăх вĕт,-  тенĕ пекех туйăннă.

 Чăваш пуçне çĕкленĕ те тавраналла пăхнă: Сенкер тÿпере сар хĕвел. Кассăн-кассăн ăшă çил вĕрсе иртет. Йĕри тавра вăрман! Кайăк сасси ян! та ян! Вăрманта яштака хурăнсемпе патвар юмансем кашлаççĕ. Пакăлти ăвăссем тем çинчен пăшăлтатаççĕ. Мĕн çинчен калаçаççĕ-ши вĕсем! Уçланкăра кайăсем ăмăртса юрăсем шăратаççĕ. Вăрман çумĕпе пĕчĕк юхан шыв шăнкăртатса юхса иртет. Ура айĕнче – куççуль пек таса çăл куç тапса тăрать. Пибук чăн-чăн юмах тĕнчине лекнĕ паттăр пекех туйнă хăйне. Çак вырăн ăна питĕ килĕшнĕ.

   Тепĕр çул çак вырăнта Вырăс Пикшихрен куçса килнĕ Пибукпа Тябук çемйисем тырă акнă, çăл куç çывăхĕнчи вырăна Аслыр, ялне вара - хăйсен тусĕ ячĕпе каллех Пикших тенĕ. Аслă Пикших – хăйсен кивĕ вырăнĕ, ку çĕнĕ вырăн - Кĕçĕн Пикших (Младшие Бикшихи), каярахпа яла Малые Бикшихи теме тытăннă. Çапла вара юнашарах икĕ Пикших пулса тăнă. Вĕсем пĕр-пĕринчен 7-8 çухрăмра вăрманлă, шурлăхлă вырăнта вырнаçнă. Пикших çыннисем туслă пурăннă, пĕр-пĕрин патне ĕçке, нимене çÿренĕ. Ăслă Пикшихрен хĕрсем качча илнĕ. Çак икĕ яла халь Канаш хули уйăрать. Ун чухне Канаш вырăнĕнче шурлăх пулнă.

   Ялăн чăвашла (Уçырма) ятне ăнлантаракан халап та пур халăхра. Тахçан, ĕлĕк авал, çак вырăна пĕр аякри çул çÿрĕвçĕ килсе лекнĕ тет. Илемлĕ вырăн. Аякрах мар - вăрман. Ура айĕнчех – куççуль пек тăрă çăл куç. Килĕшнĕ тет çак вырăн аякри хăнана. çут çанталăк илемĕпе киленнĕ вăл, шыв шăнкăртатнине итленĕ, кайăк юррипе йăпаннă. Çырма-çатраллă ял тăрăх ута-ута ывăннă çул çÿревçĕ. Каялла таврăнас тесе çаврăннă кăна тет – ун умĕнче каллех çырма.

- У! (О!) Çырма! _ тенĕ тет кăмăлсăррăн ывăнса çитнĕ çул çÿревçĕ.

 Çынсем ялăн чăвашла ятне ял варрипе юхса иртекен Уçырма (Озирма) шыв ячĕпе çыхăнтараççĕ.

- Çак тĕрĕсрех тесе шутлатăп, - тет пире Павел Кириллович пенсионер. Лайăхрах итлĕр-ха, Озирма тата Уçырма сăмахсем пĕр пекех илтĕнеççĕ вĕт-ха.

Çак шухăшпа ытти ял çыннисем те килĕшеççĕ.

 

Александрова Ксения Витальевна  тата Кузнецов Никита Евгеньевич (Канашри 3-мĕш шкул) хатĕрленĕ.

 

11