Ку
ĕç 500 çул каялла пулса иртнĕ. Шăмăршă
районĕнчи Асанкасси ялĕнчен тутар – монголсен пусмăрне чăтаймасăр пĕр
ушкăн чăваш çынни урăх çĕре куçса
кайма ĕмĕтлененнĕ.
Çулла
чăвашсем тарма тытăнсан тутар – монголсен
çар çыннисем хăваласа çитсе, вăйлă
хĕнесе каялла тавăрса килнĕ. Чăвашсем тепĕр
вăхăт чăтса пурăннă, анчах та хĕлле тарма
шутланă.
Хăйсен
йĕррине çухатас тесе вĕсем
çил –тăманлă кун тарнă. Ку хутĕнче
вĕсене тытайман. Чăвашсем вара вырнаçнă, çĕр пÿртсем тунă. Тарнă чух чăвашсем
нумайăшĕ шăннă. Малтан вĕсен çамрăк ача
чирлесе вилнĕ. Вара çак ачана ĕлĕкхи йăлапа
сăрт çине пытарнă. Çавăнтанпа ку вырăна Ача
масарĕ теççĕ.
Пурăннă май вĕсем хура пÿртсем
тума пуçланă. Пÿрчĕсене
вĕсем чул хĕртсе ăшăтнă. Çак пÿртсене хăй вăхăтĕнче кĕлет
тенĕ. Ку вырăн Кĕлетлĕ вар пулса
тăнă («Кĕлетлĕ вар»
ĕлĕкхи сăварсен сăмахлăхĕнчен.)
Пурăнсан-пурăнсан хальхи Вăтакас
вĕçĕнчи çăл патне
тепĕр ушкăн килнĕ. Çак вырăнта çын
пуçтарăнса ял чăмăртанма
тытăннă. Кĕлетлĕ варти
чăвашсем те кунталла куçса пыма тытăннă. Чăвашсем Асанкасси ял ятне хăйсенчен хăварман. Ял
пысăкланса пынă.
Паянхи кун
тĕлне ялта 400 ытла кил шутланса тăрать, 1200 ытла çын
пурăнать.
Валентин
Филиппович Таборкин (Асанкасси
ялĕнче пурăнать) каласа панинчен
Гаврилова Мария, Асанкассинчи вăтам шкул