Вырăн | Хура çăл | |||||
Географи вырнаçăвĕ | Широта: 55.659165 Долгота: 47.143774 |
|||||
Географи сăнлавĕ | . Хураçăл Красноармейски тата Вăрнар район хушшинчи айлăмра вырнаçнă. | |||||
Халапĕ | Петров
Анатолий Петрович(1553 çулта çуралнă, Пайсупин ялĕнче
пурăнать) каласа панинчен. 200-300 çул каялла пĕр уйра çырма пулнă. Çырмапа çумăн аслă çул пулнă. Çав уй Красноармейски тата Вăрнар район хушшинче вырнаçнă. Уй варринче кĕтÿçсем валли çăл куç тата çул çÿрекенсем валли канмалли вырăн пулнă. Çынсем çăл патĕнче çĕр каçнă, выльăх-чĕрлĕхе кантарнă. Ир пулсан хăйсен çулне малалла тăснă. Халăх каярахпа çав вырăна Хураçăл теме пуçланă. Мĕншĕн-ха? Кукамай каласа панă тарăх, ĕлĕк-авал пĕр салтака вăрçа илсе кайнă. Салтак авланнă çын пулнă. Кĕçех вăл çĕр-шыва сыхлама тухса кайнă, арăм килте пĕчченех юлнă. Упăшки килтен кайнă хыççăн 2-3 çултан урăх арçынна киле кĕртнĕ. Вăхăт иртнĕ хыççăн салтак киле таврăннă. Çынсенчен арăмĕ синчен пĕлнĕ. Каçхине килне кĕнĕ те арăмĕпе пĕрле пурăнакан арçынна вĕлернĕ. Иккĕшне те Хура çăла кайса янă. Тепĕр ирхине çынсем çак киревсĕр ĕç çинчен пĕлеççĕ, салтака хăйне те вĕлереççĕ. Халăх ăна та çав çăлах кайса путарать. Каç еннелле çăл хĕрелнĕ, хуралнă. Иртен-çÿрен унтан шыв ĕçме пăрахнă. Каярахпа çăл типсе пынă. Çавăнтанпа çак вырăна Хураçăл теççĕ. Тепĕр май калакансем те пур. Икĕ район чиккинче, çырмаллă вырăнта çынсем çăл чавнă. Малтанлăха çăлтан пысăк усă пулнă. Лашасене шăварнă, çынсем хăйсем те ĕçнĕ. Каярахпа çав вырăнта çынсем çухалма пуçланă. Пĕрисем çăла анса кайнă, теприсем вара хыпарсăр çухалнă. Çак вырăнтан çынсем иртсе çÿреме хăрама пуçланă. Каçхине выртмана каякансем те çывăрман. Инкек çитесрен хăранă. Çынсем çак вырăна турă вырăнĕ тесе шутлама пуçланă, теприсем – тухатмăш вырăнĕ. Çăла хуплас текенсем те пулнă, анчах хăрани ку ĕçе тума та чарнă. Вăхăт иртнĕçем шыв пăтранма, хуралма пуçланă. Çак тапхăртан вара çăла Хураçăл теме тытăннă. Кăшт вăхăт иртсен çак çăл хăех хупланса ларнă. Апла пулин те çак вырăна халĕ те Хураçăл теççĕ. Хăйĕн ятне паян кун та сыхласа хăварнă. Фомина Юлия Анатольевна 2013 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче çырса илнĕ. |
|||||
Истори справки | Хураçăл пулса кайни пирки ятарлă документсем упранса юлман. | |||||
Фото ÿкерчĕкĕ | ||||||
|
||||||