Вырăн

Ял – Кашмаш (деревня Кашмаши Моргаушского  района Чувашской Республики)

Географи вырнаçăвĕ

Широта: 55° 57′ 52″ N,

Долгота: 46° 45′ 55″ E

 

     Муркаш районĕнчи Çатракасси ял тăрăхне кĕрекен пирĕн ял -  Кашмаш ятлă. Районти 178 ялпа танлаштарса пăхсан пуринчен те хитререххĕн туйăнать вăл мана. Аслă асаттесем ял тума суйласа илнĕ вырăн та ытти тăрăхринчен хăтлăрах, стайлăрах. Манăн ялăн историйĕ те пĕчĕк мар. Вăл  çĕр ĕçченĕсен пурнăçĕпе çĕршер çул хушши тачă çыхăннă пулăм.

Кашмашра пурăнакансем ытти çĕрсенчи пекех калаçура час-часах хăйсем умне ял ячĕ ăçтан пуçланса кайни тата вăл мĕне пĕлтерни пирки ыйту лартаççĕ.  Хуравĕсем те тĕрлĕрен. Хамăн сăмах пуçламăшĕнче анлă сарăлнă пĕр юмаха илсе кăтартас килет. Ун тăрăх Кĕтерне патша çыннисем пирĕн ялпа иртсе кайнă чух ял çыннисем вĕсене пăтăпа хăналанă. Ан тиркеччĕр, усал ан туччăр тесе хайхискерсем çуне те ытларах хушнă. Патша çыннисем вара «Что за пища, каша да масло», -  тенĕ пулать. Вĕсен каларăшне вырăсла пĕлмен ял çыннисем хăйсене майлă тав туни вырăнне ăнланнă. Вĕсен сăмахне хисеплесе çакскерсем ял ятне те чăвашлатса куçарса Кашмаш теме пуçланă. Палăртмалла, çак пĕчĕк юмаха историллĕ пĕр документ та çирĕпленмест. Çапла вара вăл, ман шутпа, илемлĕ чăн юмах шутĕнче кăна юлать.

И.Вязов тавра пĕлÿçĕ тĕпченинчен çакă курăнать. 732 - 737 çулсенче Патпой ертсе пынипе хура тăлăп тăхăнса хура тăлапа çÿренĕ «хура» пăлхарсем кĕмĕл пăлхарсем патне тухнă. Кусем шурă сурăхсем ĕрчетнĕрен ытларах çутă тĕслĕ тумтир тăхăннă. Хура пăлхарсем тĕпленсе пурăнма пуçланă ялсене Хуракасси теме пуçланă та. Пирĕн тăрăри Хуракасси таврашĕ йĕркеленме пуçланă вăхăтра ку вырăнта та тутарсемпе монголсен вăйĕ хуçаланнă. Паянхи Кашмаш ялĕ вырăнĕнчи тата ун таврашĕнчи тикĕс çĕрсем Атапайĕнче никĕсленсе пурăннă Кутайберды тутарăн харпăрлăхĕ шутланнă. Кушак тата Хоракасси (Ятман) ялĕсенче пурăнакансем йыш хушăннă май час-часах тутар çĕрĕсене тапăнса унăн пурлăхне вăрлама пуçланă. Çавна пулах ку тăрăхра юнлă тытăçусем те пĕрре мар пулнă. Вăхăт иртнĕ май Кутайберды Канар (Муркаш сали çумĕпе юхса иртет те Муркаш юхан шывне юхса кĕрет) тата Муркаш юхан шывĕсен кăнтăр енчи çĕрĕсене Кошмаш юхан шывĕ таран 1100 теçеттин ку тăрăхри чăвашсене сутма шутлать.  Кашмашсем вара çав çĕрсене илнĕ чух пĕтĕм тÿрем вырăна суйласа алла илме мехел çитернĕ. Паян пирĕн ялăн çĕрĕсем Муркаш салинче пурăнакансен пахчисем хыçĕпе пуçăнаççĕ те Çатракасси хĕррипе иртсе анлă улăхра Йÿтĕркассисемпе пайласа Чикĕ варĕпе Шурчара пурăнакансен çĕрĕсемпе уйрăлса тăраççĕ. Хирсем тăрăх утатăн та талккишпех тÿрем те анлă уйсем. Кутайберды çакăнти çĕрсене сутса тухса кайсан текех Атапай тăрăхне килсе курăнман. Анчах кун хыççăн та ялсем хушши пысăк пулнăран Хоракассисем Атапайсемпе тата Орининсемпе çĕршĕн вăрçасси чарăнман. Вырма вăхăтĕнче вĕсем хушшинче час-часах кĕлте вăрçи сике-сике тухнă...

Хирĕçтăру ывăнтарсах çитернĕрен тата харпăр хăй çĕрне пăхса тăрасси йывăр пулнăран Хоракассинчи пĕр шур сухал Кошмаш юхан шывĕ хĕрне ял тума, çамрăксене унта уйрăлса тухма сĕнет. Çапла вара кĕçех çĕнĕ Хоракасси ялĕ йĕркеленет. Каламалла, вăл вăхăтсенче ялтан уйрăлса тухакансем хăйсем çĕнĕрен йĕркеленĕ ялсене те унчченхи ял ятнех парас йĕрке пулнă. Çавăнпа та çĕнĕ ял пуçланнă çула тата куна палăртма хĕн.

Ялсене хут çине çырма, унти кил хуçалăхсене тата ялта пурăнакансене шута илме пуçласан пĕр ятлă ялсем çыравçăсемшĕн йывăрлăх кăларса тăратнă.  Çапла вара 1859 çулхи çырав кĕнекисенче пĕрремĕш хут Кашмаш ял ячĕ курăнать. Ун чухне ялта 120 кил хуçалăх пулни паллă.

Ял ячĕ пирки каланă чух çакна палăртмалла: Хоракасси тенĕ чух («хора»+ «касси») ăна хресчен урамĕ тесе куçарма пулать. Кашмаш ял ячĕ Кошмаш юханшыв ячĕпе тÿреммĕнех çыхăннине пытарма çук. Кошмаш сăмах çармăс чĕлхинчен тухса тăрать. Ку сăмах тĕпĕ «кош»  - «вĕçен кайăк». Çапла вара ĕлĕк-авал ку юхан шыв хĕрринчи вĕтлĕхре вĕçен кайăксен тĕнчи хуçаланни паллă.

Историн каярах тапхăрне илсен Кашмаш ялă 1920 çулччен -  Чикме уездне, 1927 çулччен -   Шупашкар уездне, 1927 çултанпа  - Тутаркасси районне, 1939 çултанпа - Сĕнтĕр районне, 1944 çултанпа - Муркаш районне, 1959 çултанпа - Сĕнтĕр районне, 1962 çлтанпа -  Шупашкар районне, 1964 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнченпе Муркаш районне кĕнĕ. 1859 çулта ялта 120 кил хуçалăх пулнă терĕмĕр пулсан, Очăкасси чиркĕвĕн 1780 çултанпа çырса пынă метрика кĕнекинче Кушак ялĕнчен хĕвел тухăçнерех вырнаçнă Хоракасси ялĕнче 71 кил хуçалăх пулнине, вĕсенче 242 арçынпа 257 хĕрарăм пурăннине палăртнă. 1924 çулхине ялти 189 килте 865 çын пурăннă. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн ялта 269 килте пине яхăн çын пурăнать.

Çакна та асăнса  хăварас килет. Ялти пĕр аслă çын В.Кирпичников аса илĕвĕпе 1944 çулта паянхи Муркаш районне йĕркелес ыйту тăрсан çак шухăш пуçаруçисен район центрне Кашмашра йĕркелес шухăш та пулнă. Мĕншĕн тесен çав вăхăтра йывăç çуртра вырнаçнă перекет банкĕ шăпах  Кашмашра пулнă. Кунпа пĕрлех Кашмашпа юнашар ялта -  Хуракасси Выççăлккинче - таврари паллă пасар ĕçленĕ. Район центрне Муркашра йĕркелесен те çак пасар пуçтарăнма пăрахманран, унта килекенсене 2-3 хут пăшалпах хăваламалла пулса тухнă.

 

 

Белолва Марина (Çатракассинчи вăтам шкул) хатĕрленĕ.