Вырăн Ял - Кистенлĕ (село Кистенли - Богданово Бижбулякского района  Республики Башкортостан)
Географи вырнаçăвĕ Анлăхĕ: 53.996107
Тăрăхĕ: 54.345831
Географи сăнлавĕ Кистенлĕ ялĕ Пелепей – Пĕкĕлме сăртлăхĕнче вырнаçнă. Вăрманлă çеçен хирлĕ тавралăхра. Сăрт чулĕсем 
чылайăшĕ шывра лайăх ирĕлнĕ пирки карст формисем таврара анлă аталаннă. Çĕр хăвăлĕсем, шуçлаксем, 
шăтăксем чылай тĕл пулаççĕ. Таврара юхакан çырмасем те çĕр питне тарăн çурса кĕнĕ. Ту айккисем хытă
касăлса пĕтнĕ. Нумай варсемпе васансем пулса кайнă. Çав вырăнсенче çĕр айĕнчи шыв сийĕсем çĕр пичĕ
çине тухса  çăл куçсем йĕркеленнĕ.   Ялăн кăнтăр енче акмалли анасем сарăлса выртаççĕ, хĕвелтухăç енче Кăтăкаç ятлă çырма юхса выртать. Хĕвел анăç енче  Кăмака çи ятлă тăвайкки тата Чатра çырми пур.  Çурçĕр  енче тусем капмаррăн çĕкленсе лараççĕ. Ял район центрĕнчен 14  çухрăмра, çывăхри чугун çул  станцийĕнчен 35 çухрăмра  вырнаçнă. Чи çывăх хула Пелепей, 60 çухрамра.   
Халапĕ  Шупашкарти гуманитари аинститучĕн архивĕнче  1963 çул З. Ф. Кондратьева çырса илнĕ, анчах та камран
иккенне палăртман, Кистенлĕ Ялĕн историйĕ пур. Ял ячĕ вырăсла - Кистенли-Богданово. Халапĕ çавăн пек.
Ял таврашне малтан икĕ Пĕр тăван пиччĕшĕпе шăллĕ Илентерпе Енетер куçса килнĕ. Вĕсем пушкăрт байĕсенчен
çĕр сутăн илнĕ хыççăн хуçалăх çавăрса пурăнма тытăннă. Анчах лăпкă пурнăç нумая пыман, вĕсене таврари
 хархсем аптратма тытăннă. Пĕррехинче Ятрав, Енетерĕн аслă ывăлĕ, хиртен киле таврăнсан вăрă-хурахсем
 каллех хăйсен патĕнче "хăнара" пулнине курах каять. Хытă тарăхса кайнипе вăл лашине утланать те вĕсене
 хыçалтан хăвалама тытăнать. Хăйсене хăвалассине кĕтмен вăрă-хурахсене çырма хĕрринче хăваласа çитет.
Вĕсен утаманĕн, Ахмедуллан, хăранипе лаши тапса сикет. Кĕтмен çĕртен вăл аллинчи кистенне шыва ÿкерет.
"Кистен!" - тесе кăшкăрса лаши çинченех ăна илме пĕшкĕнет. Çак вăхăтра Ятравăн чукмарĕ Ахмедуллана
 пуçранах лекет. Утаман çавăнтах вилсе каять. Ыттисем хăранипе тараççĕ. Çапла вара ятсăр юхан шыв ят тупать.
Ăна Кистенлĕ теме тытăнаççĕ. Вăрă-хурахсем  хăйсен утаманне вĕлерекене тавăрма шут туса хураççĕ. Тĕттĕм
çĕрле вĕсем Ятрав çуртне пырса тапăнаççĕ. Çаратма, тустарма тытăнаççĕ. Ятрав хăй вăрмана тарса ĕлкĕрет.
Анчах та хурахсем унăн пĕтĕм пурлăхне, выльăх-чĕрлĕхне хăйсемпе илсе каящщĕ. Пĕртен-пĕр хĕрне вĕлереççĕ.
Ятрав Пелепее уес правленине каять, хăйне кÿрентерекенсене явап тыттарма тата хÿтĕлеме ыйтать. Ăна пулăшма
тата хÿтĕлеме килĕшеççĕ, анчах та пĕр услови лартаççĕ - христианство тĕнне йышăнмалла. Ним тума та çук, Ятрав
 "вырăс" тĕнне йышăнма килĕшет. Тĕне кĕнĕ хыççăн Богдан пулса тăрать. Килне "çĕр хучĕпе" таврăнать. Инкеклĕ
 вырăна пăрахса юхан шыв тăрăх хĕвел анăçнелле улăхса çăнăрен çурт-йĕр çавăрать. Çавăнтан пуçласа ял ячĕ
Кистенли - Богданово пулса тăрать. Чăвашла ăна Кистенлĕ теççĕ. Хальхи вăхăтра Пухтан старик пурăннă вырăнта
Ермолаева Валентина (1935 ç) пурăнать.  
Фото ÿкерчĕкĕ
 станцийĕнчен 35 çухрăмра  вырнаçнă. Чи çывăх хула Пелепей, 60 çухрамра.