Анлăх: 56°01’00” ;

 Тăрлăх:  47°08’60”  

Географи сăнлавĕ:

Тарăн çырма Мăнал ялне виçĕ пая уйăрать:Мăн ен, Чиркĕ ен тата Тенкеç(икĕ çырма варринче вырнаçнă).

Халапĕ:

Мăнал ялĕн вырăсла ячĕ – Янгильдино. Янкильт – çын ячĕ, вăл чăваш тĕнĕпе пурăнаканскер пулнă. Ку сăмах «çĕнни килчĕ» тенине пĕлтернĕ. Çак чăваш ялта пĕрремĕш çын пулнă.

Мĕншĕн-ха пирĕн яла Мăнал тенĕ? Янкильт  ялĕнчи çынсем кунтан тухса кайса çĕнĕ ялсем пуçласа янă. Çак ятлă ялсем нумайланса çитнĕ. Уйрăлса тухнă пĕчĕк ялсемпе танлаштарсан тĕп ялта çынсем нумай пурăннине шута илсе ăна Мăнă ял тенĕ.

Историрен

Мăнал çинчен тĕрлĕ кĕнекесенче чылай материал тупса вулама пулать. Тĕслĕхрен, Н.В.Никольский çырнă «Распространение христианства среди чуваш»(226,237,246 с.), В.Д.Димитриевăн «Чувашские исторические предания»(250, 374 с.) кĕнекесенче.

 

 

 

Васин Александр (Шупашкарти 17-мĕш шкул) пухса хатĕрленĕ.