Ял - Кивĕ Саврăш(село Старые Савруши Аксубаевского района  Республики Татарстан)
Широта:    55°00'00''
Долгота:   50°43'30'' 
 Кивĕ Саврăш ялĕ Саврушка çырма хĕрринче вырнаçнă, тĕрĕсрех каласан, çырма яла икке пайлать теме пулать. Ял район центрĕн çурçĕр енĕнче, 19 тăхăр километрта ларать. Тутар Республикинчи Аксу районне кĕрет.
 
        Саврăш сăмаха та тĕпчевçĕсем тĕрлĕрен ăнлантараççĕ.
        Тĕрĕк халăхĕсен кивĕ чĕлхе тĕнĕнче, Сартăш теççĕ ăна, 4 вĕрентӳ пур. Вĕсене «саврăш» теççĕ. Пĕрремĕшĕ чĕр чун тĕнчине сăнлать, тискер кайăксене. Иккĕмĕшĕ – тавралăх пуянлăхĕ: хир, вăрман, çырма-çатра, çĕр сиплĕхĕ. Виççĕмĕшĕ – таса çут çанталăк: космос, çăлтăрсем, тӳпе, пĕлĕт, вут, шыв, çил, аслати, çиçĕм. Тăваттăмĕш – чун хăтлăхĕ, тăвансем, тус-юлташсем, çын шухăшĕпе туйăмĕ, халăх телейĕ. Христос тĕнĕнче леш тĕнчери чунсене хăтарас теççĕ пулсан  чĕлхе тĕнĕн 4 саврăшĕнче те çĕр çинчи ыр-хаярсене чӳклеççĕ.
      Саврăш çырми хĕррине вырнаçнă халăх нумай турра ĕненнĕ. Ун çинчен выльăх пусса чӳк тунă вырăн çирĕплетет – киремет. Çырма тăрăхĕнчи Саврăшпуçĕнче, Чăвашьелĕнче, Саврăш салинче, Анат Саврăшра XVIII ĕмĕрччен Христос тĕнне йышăнман халăх пурăннă. Чăвашсем кунта килсе вырнаçсан Сартăш тĕнĕнчи 4 саврăшне пула çакăнти ялсене Саврăш ят пама пултарнă. Тата çакна та шута илес пулать: чăвашсем Самар, Оренбург облаçĕсенче те пурăнаççĕ. Унта та Саврăш ятлă ялсем пур. Аслă Пăлхар патшалăхне салатнă хыççăн халăх Çĕпĕрелле куçнă. Вара çĕр çинчи турăсене шанакан халăх Саврăш тăрăхĕнчи илемлĕ вырăна юратса вырнаçнă та ĕнтĕ. Çырмана та Саврушка тенĕ. Çапла пур историри пулăм та Раççейри ĕç-хĕлпе çыхăннă. Саврăш тăрăхĕнчи чăвашсем Христос тĕнне 1750 çулалла çеç йышăннă. Таврара тĕне кĕмен ватăсемпе çамрăксем халь те пур-ха. Ман шутпа, кивĕ чĕлхе тĕнне ĕненекенсемех яла Кивĕ Саврăш ят панă.
     Ялăн хальхи историйĕ çинчен малтан çӳлерех асăннă таврапĕлӳçĕсем аван пĕлеççĕ.