Çавалкас ялĕ хăйĕн илемĕпе те, пысăкăшĕпе те ытти ялсенчен уйрăлса тăмасть. Лапамра пытанса ларнă пысăках мар ял. Çурçĕр енчен ăна пĕтĕмпех сăртсем хÿтĕлесе тăраççĕ. Ял хушшипе, ăна икĕ пая уйăрса, Илепер шывĕ ял хушшинчех Васлач çырмипе пĕрлешет, вара иккĕшĕ улăх тăрăх Çавал еннелле юхса каяççĕ.  Кăнтăр-хĕвеланăç енче пысăках мар тĕрлĕ йывăçлă вăрман, хыр ращи пур. Ял варрипе авто çул иртет. Кăнтăр енче, 20 çухрăмра Вăрнар районĕ вырнаçнă.   Район центрĕ - Вăрнар  поселокĕ.