Кустин Иван Мартынович ( 1928 çулта çуралнă,
Çавалкас ялĕнче пурăнать) каласа панинчен.
Халĕ Çавалкас ялĕ ларнă
вырăна пирвайхи чăвашсем XV
ĕмĕр варринче ( 1450-мĕш çулсем тĕлнелле)
килсе тухнă пулмалла. Мăн Çавал тăрăхĕнчи
сĕм вăрмансем мăратсен мăн аслашшĕсене Ылтăн Ордаран
килекен тутар эшкерĕсенчен аван сыхласа
тăнă. Пирвайхи чăвашсем вăрман касса çуртсем
лартнă, хăртна хăртса ака-суха тума
çĕр уçнă, выльăх-чĕрлĕх
ĕрчетнĕ, вăрмансене сунара çÿренĕ,
Çавалта пулă сĕрнĕ. Аслă
та пуян пулнă кунти вăрмансем. Вăрман айне пытаннă Мăрат ялĕнче те пурнăç хăйне май
шунă.
Чи
малтан çак тăрăха Мăрат ятлă çын
хăйĕн çемйипе килсе тухнă. Пурăна
киле унăн йăхĕ хунаса пынă, ял йĕркеленсе кайнă.
Вăл ÿснĕçемĕн ÿссе пынă. Ял таврашĕнчи ана-çаран
тăвăрланса çитнĕ,
мĕншĕн тесен уйрăлса тухнă çĕнĕ
çемьесем тĕп çурт тавралла лара-лара
пынă. Çавăнпа та Мăрат
хăйĕн пĕр ывăлне çывăхри вăрман
уçланкине уйăрса кăларать. Çапла вара иккĕмĕш
Мăрат ялĕ никĕсленет.
Пурнăç
урапи малалла чупнă май икĕ Мăрат
ялĕ те хунаса, йышланса пынă. Пĕрремĕш Мăратран татах çĕнĕ ялсем
уйрăлса тухма тытăннă. Иккĕмĕш Мăрат
та хунаса пынă, унтан та çĕнĕ касăсем уйрăла-уйрăла тухнă. Çапла майпа
XVIII -мĕш ĕмĕр варринче пурĕ те 8 Мăрат
ялĕ пулса кайнă. Пĕрремĕш Мăрата,
вăл чи ватă пулнăран, Кивçурт Мăрат теме тытăннă. Кивçурт
Мăратра авал питĕ вăйлă пушар
пулнă. Ку пушар хăш ĕмĕрте пулнине калама питĕ
йывăр. Анчах та Кивçурт Мăратра халĕ те авалхи сакай вырăнĕсене
кăтартаççĕ. Унта чавса пăхсан çуннă
тырă, кĕлпе кăмрăк тухать.Çак
инкеклĕ пушар ахăртнех XVII-мĕш
ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Хусан
ханĕсемпе Вырăс патшалăхĕ еннелле
сулăннă чăвашсен ялне тутар çарĕсем вут тĕртсе
çунтарма пултарнă. Анчах та çак шухăша
çирĕплетекен документсем çук. Синкерлĕ
вут-кăвар каярахпа та пулма пултарнă. 1670-мĕш çулхи документ тăрăх, Мăрат ялĕсем Степан Разин пăлхавне активлă хутшăнни паллă. Мăратсене вăйпах Алексей Михайлович патшана шерт тума хистенĕ, анчах мăратсем
килĕшмен. Мăрат
ялне çак пăлхавлă вăхăтра килсе тухнă
карательсен çарĕсем те çунтарса яма пултарнă. Яла
çунтарса ярсан халăх тĕрлĕ çĕрелле тарса
саланнă, вăрмансенче хÿтлĕх тупнă. Кайран
çавăнтах ялсем никĕсленсе пурăнма
пуçланă.Кивçурт Мăратран малтан Туçи-Мăрат,
Толикасси, Петруххакасси, Çавалкасси ялĕсем пуçланса кайнă.
Туçи-Мăратран XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче
Юлапăш уйрăлса тухнă.
(Миронова Ольга Андреевна 2013 çулхи
çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче çырса илнĕ.
)