Анлăшĕ: 55.868111
Тăрлăхĕ: 47.709919
Географи
сăнлавĕ:
Посёлок йĕри-тавра çак ялсем вырнаçнă:
Чăрăш туçа ялĕ -
Çĕрпÿрен Сĕнтĕрвăрри еннелле 18 çухрăмра,
çÿллĕ ту çинче,
вăрмансем хушшинче Кăнар посёлокĕ вырнаçнă.
Халапĕ:
Ку посёлок çапла йĕркеленнĕ: посёлок
вырнаçнă тавралăх ĕлĕк «Канар» ятлă пулнă.
Посёлок ячĕ çак сăмахран пуçланса кайнă.
Ĕлĕк-авал ку вырăнта сĕм вăрман пулнă. Çĕрпÿрен Свияжска каякан лавсем ун витĕр тухнă. Нумай хушă
тăвалла хăпарнă хыççăн лавçăсем
лашасене кантарнă. Хыçалта пыракансем
вара умрисене: «Канар!» - тесе
кăшкăрнă. Посёлок ятне çак халаппа
çыхăнтарса Кăнар ят панă
ĕнтĕ…
Историнчен:
1957
çулта Альметьевскран пуçласа Чулхула таран пирĕн Чăваш Республики урлă
нефть трубисем хунă. Нефтепровода пăхса тăмашкăн авари
бригадине çынсем пухнă. Малтанлăха Кăнар
посёлокĕ пулман, çавăнпа ку ĕçе тăвакан
бригада Чăраш Туçа
ялĕнче вырнаçнă. 1960
çулта посёлок çĕрĕ çинче нефть уçламалли
станци туса лартаççĕ.
1961-мĕш
çулхи пушăн 6-мĕшĕнче çак станци
ĕçлеме пуçлать, анчах пушăн 29-мĕшĕнче
34-мĕш номерлă хушу хучĕ станцие НПС «Кăнар» мар, «Тиньговатово»
ятлă тăвать.
Чи малтан
1961-мĕш çул валли Кăнарта чулран тунă 15çурт хăпартса
лартаççĕ. Çав вăхăтрах çынсем валли
çыхăну уйрăмĕ, мунча, ача пахчи, лавкка, клуб
тăваççĕ. Посёлокри ачасен пилĕк çухрăмри
яла çÿремелле пулнă. 1979
çулта вара Чăрăш Туçа
ялĕнче сакăр çул вĕренмелли шкул Кăнара
куçса килет. Кунта ачасене икĕ хутлă, пысăк,
çутă шкул кĕтсе илет. 1991 çулта икĕ хутлă
çĕнĕ клуб хута яраççĕ.
Çĕнĕ клубпа пĕрле çыхăну уйрăмĕ,
библиотека уçăлаççĕ. 1966 çулта нефть уçлакансене,
вĕсен çемйисен сывлăхне сыхлама пульница
йĕркеленнĕ. 1986 çулта вăл та икĕ хутлă
çĕнĕ çурта куçать.
Сăн ÿкерчĕк: