Мишерсем - Атăлпа Урал тăрăхěнчи тутарсем. Тен темиçе çěр çул каялла çак тăрăха вěсем лайăх пурнăç шыраса килсе вырнаçнă? Ватă çынсем каласа панă тăрăх çак çырма патěнче киремет йывăççи ÿснě. Çынсем кунта киремет ячěпе чÿк ирттернě, парнесем илсе килсе çакнă. Юнашар таса çăлкуç тапса тăнă. Унти шывпа усă курнă. Çăлкуç вырăнне тасатса тирпейлесех тăнă.