Петя çаранě – Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси
ялěн хěвелтухăç енче çур
çухрăмра Мишер çырми тăрăхĕпе вырнаçнă
вăрман. Ăна 1973 çулта лартнă. Лартакансен шутěнче:
Иванов Пётр Филосович, Василий Павлов, ял
çыннисем, студентсем, пионерсем пулнă.
Вăрман лаптăкě 5 гектар ытла. Кунта хырсем, чăрăшсем, лиственницăсем ÿсеççě.
Вěсен çÿллěшě 10 метр
ытла. Тěмěсенчен шěшкě, шăлан пур. Тěрлěрен чечек-курăк ÿсет. Вěсен шутěнче эмел курăкěсем
те. Масла кăмпи, сар кăмпа, хыр кăрăçĕ
тĕл пулать.
Тискер чěрчунсенчен мулкач, тилě, пакша,
чěрěп пурăнать. Вăрманта кÿлě
пур.. Унăн лаптăкě – çур гектара яхăн. Кÿлěре
тěрлěрен пулă пурăнать.