Мěншěн вăрмана Петя çаранě
тесе каланă-ха? Тавăшкасси
тăрăхěнче вăрман хуралçи пулса Иванов Пётр Филосович
ěçленě. Вăл 1942 çулхи кăрлачăн
улттăмěшěнче Старак ялěнче
çуралса ÿснě. Нумай çул хушши
вăрман хуралçи
ěçне тивěçлě туса пынă. Пётр Филосовичпа пěрле хăйěн çемьи,
темиçе ял çынни, вěсен шутěнче Василий Павлов,
студентсем, пионерсем 1973 çулта Мишер çырми йěри-тавра 500 ытла хырпа
чăрăш лартса тухнă. Вěсем çак çырма ÿссе тарăнланса пырса ял патне çитесрен хăранă. Яла сыхласа хăварас
тенě. Ял халăхě вара çак çамрăк вăрмана Петя çаранě
тесе ят панă.
Тапса тăракан
çăлкуç вырăнне 1974 çулта Пётр Филосовичпа ял çыннисем пысăк кÿлě пĕвелесе
хунă. Кÿлě Мишер
çырмин сулахай енчи вăрман варринче вырнаçнă. Унта
вĕтĕ пулăсем тытса килсе ĕрчетме янă. Тахçан кунта
пěрмаях шыв тăнă. Ирěлнě юрпа
çăлкуç вăйě çак вырăнта
пěчěк юханшыв туса хунă пулнă.
Унтанпа хěрěх çул
иртнě. Пěчěк вăрман сарăлса ÿссе
кайнă. Çамрăк хырсемпе чăрăшсем вунă метр ытла çÿллěшне çитнě. Вěсем
çынсен куçне савăнтараççě. Çынсем
кунта канма килеççě. Кĕркунне кăмпа
пуçтараççĕ, çулла çырла
татаççĕ, кÿлĕре шыва
кĕреççĕ, пулă тытаççĕ.
Вĕтĕ пулăсем ĕрчесе кайнă. Пěтĕм
чун-чĕререн савăнса Пётр Филосовича тав тăваççĕ.
Çулсем иртĕç. Вăрман татах та сарăлса ÿссе пырĕ. Вăрмана пуçарса
яраканĕ те пирĕнтен уйрăлса кайĕ, анчах унăн ятне
çынсем ĕмрипех асăнĕç.
Темиçе çĕр çул иртсен те çак вăрмана Петя
çаранĕ тесе калěç. Ячě
вара ěçне кура!
Çапла вара вăрман хуралçипе ял халăхě тăрăшнипе
пуян хуçалăх пулса тăнă: вăрман, кÿлě
тата ялěпе паллă çырма.
Çак вырăнпа çыхăннă нумай халап ял
халăхě хушшинче çÿрет.
Вěсенчен пěрне каласа кăтартасшăн. Тахçан,
ěлěк-авал, Мишер çырмипе юнашар
сарлака мар çул пулнă. Пěр кун çак çулпа туй кÿми кÿлнě лаша
иртсе пынă. Ăнсăртран, туй кÿми
шыва ÿксе пурте путса вилнě. Ун
хыççăн ял хушшинче çакăн пек сăмах çÿрет: «Каçпа вăрман патěнче
шăнкăрав шăнкăртаттарса лаша çÿрет. Кам та кам çак лашана курать,
ăна пысăк инкек кěтет», - теççě.
Фёдорова
Анастасия Юрьевна 2013 çулхи
çу уйăхěн 26-мěшěнче çырса илнě.