Трофимова Любовь Вениаминовна (1952 çулта çуралнă, Вăрманкас-Кĕçтемĕр ялĕнче пурăнать) кукамай каласа панинчен  

 

Урпаш ялĕнчен кăнтăрарах, сăрт çамки çинче, Туçи ялĕ вырнаçнă. Халап тăрăх çак ялта «Слака» ятлă хресчен хăйĕн çемйипе пурăннă. Унăн икĕ ывăл çитĕннĕ. Ывăлĕсем ӳссе çитĕнсен пĕр ывăлĕн килтен уйрăлса тухса кил-çурт çавăрма вăхăт çитнĕ. Ашшĕ пĕр ĕнине килтен кăларса ывăлне çак ĕне хыççăн кайма хушать. Выльăх çисе тăранса ăçта канма выртать, çавăнта кил-çурт çавăрма пиллет. Ĕне Туçи ялĕнчен тухса çурçĕр еннелле утать, кĕçех пĕр пысăках мар вăрман уçланкинче чарăнать, юнашарах пĕчĕк юханшыв та юхса иртнĕ. Тутă выльăх шыв ĕçсе канма выртать. Çапла вара Слака ывăлĕ çав вырăнта кил-çурт çавăрса пурăнма пуçлать. Çак илемлĕ вырăна Çатра ялĕнчен Коришăн ятлă хресчен те куçса килсе кил-çурт çавăрать. Икĕ йăх çĕнĕ ял пуçласа яраççĕ. Вăрман касса тунă анасем çинче урпа калама çук тухăçлă пулать, çавăнпа вĕсем ытларах урпа акса тăваççĕ те. Хăйсен ялне те урпапа çыхăнтарса «Урпаш» теме пуçлаççĕ, ял çумĕпе юхса иртекен пĕчĕк юханшыв та Урпаш пулса тăрать.

 

 

Иванова Анастасия Алексеевна 2013 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче çырса илнĕ