Арзамас Илли çăлĕ
(родник Ильи)
Илле çăлĕ (малтан çак çăла Арзамас Илле
çăлĕ тенĕ, каярахпа ял халăхĕ ăна
кĕскетсе Илле çăлĕ теме
пуçланă, халĕ те вăл çак ятпа çÿрет)
пирки ялта тĕрлĕ халап çÿрет. Çак
çăл 600-700 çул
каялла пуланă теççĕ. Çакна эпĕ ватă çынсенчен,
хамăр тăвансенчен, тавра пĕлÿçĕсенчен
пĕлтĕм. Ку çăла
мĕншĕн çакăн пек ят пани мана кăсăклантарса
ячĕ. Эпĕ тĕрлĕ
çĕрте тертлĕ пурнăçпа пурăннă
тăватă çемье хÿтлĕх шыраса Кивĕ Тĕрлемесри
çырмана пĕр çăл патне
пырса чарăннине пĕлтĕм. Каярахпа çак
çынсем Арзамасов
хушаматпа çÿренĕ. Вĕсене Кивĕ Тĕрлемес
ялне пуçарса яраканнисем тесе
шутлаççĕ. Арзамасовсене çак
вырăн питĕ килĕшнĕ. Вĕсем кунта çурт лартнă, ем-ешĕл
тăван тавралăхпа киленнĕ, тап-таса та сивĕ çăл
шывне ĕçнĕ. Темиçе çултан Арзамасовсен
çемйинче Илле ятлă ывăл
çуралать, вăл вĕсен йăхне малалла тăсаканĕ пулать. Каярахпа
çак йăхри çынсем, вĕсем шутĕнче Илле те Арзамас
хулипе суту-илÿ
тунă. Çак
çăла Илле пăхса тăнăран, çăл
йĕри-тавра çулсерен йывăçсем лартнăран,
тавралăха тирпей-илем кĕртнĕрен ял çыннисем Иллене
асăнса Илле
çăлĕ теме пуçланă.
Сăмах май, Максим
Петрович Арзамасов
çыравçă та тăванĕсем патне килнĕ чухне
çак çăл патĕнче чарăнса тăнă,
çăл шывне ĕçнĕ, кайăксен илемлĕ юррисемпе киленнĕ
теççĕ.
Çак çăл хĕвел анăçĕнчен хĕвел тухăçнелле юхать, Энтри çырмине юхса кĕрет, ун
хыççăн Воложка юхан шывне. Халăхра хĕвел
тухăçнелле юхакан çăлсем вăйлă тесе
калаççĕ. Тĕрлемес ялĕнчи
çынсем Илле çăлĕ нерв тата
сыпă чирĕсенчен сиплĕ пулнине, организма çирĕплетни
çинчен калаççĕ.
Мария Дмитриева, Тĕрлемесри вăтам
шкулта вĕренекен