Шăмат кун, 30.11.2024, 23:30
Саламлатпăр сана, Гость | Регистраци | Кĕмелли

Вĕренÿ порталĕ

ВĔРЕНТЕКЕНСЕМПЕ ВĔРЕНЕКЕНСЕН ПОРТАЛĔ

Меню
Кĕмелли
Сайтри шырав
Статистика

Вырăс Сурăм

 

ВырăнСала – Вырăс Сурăм/ Вырăс Сорăм (Русская Сорма Аликовского района Чувашской Республики)
Сăмах этимологийĕСурăм = су (шыв)+ ăм (ыр,çырма)
Географи вырнаçăвĕШирота: 55° 46′ 5″ N (55.768056)
Долгота: 46° 54′ 25″ E (46.906944)
Географи сăнлавĕВырăс Сурăм сали Сурăм юхан шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Сала çурçĕртен Самушка тата Сатлайка, хĕвел тухăçĕнчен Пиçенер, кăнтăртан Вăрманкас, хĕвел анăçĕнчен Тури тата Анатри Юлăш ялĕсемпе чикĕленет. Вырăс Сурăм сали варрипе çурçĕртен кăнтăралла пысăках мар Самушка юхан шывĕ юхса выртать. Салан кăнтăр хĕвел анăç енче Леонтьев пĕвипе Торф пĕви вырнаçнă. Хĕвел анăç çурçĕр енче Сурăм вăрманĕ кашласа ларать. Кăнтăр енче пысăках мар тĕрлĕ йывăçлă вăрман пур. Унпа юнашар çамрăк чăрăшлăх çитĕнет. Сала çывăхĕнче çăл куçсем те чылай. Хĕвел анăç енче Çветтой çăл куç пур. 

Сала тăвайккинче вырнаçнă пулин те хăш-пĕр вырăнта шурлăхлă вырăнсем пур. Унти çĕр (вырăн) шăрăх çанталăкра та типмест. Вырăс Сурăм салинчен хĕвел анăç енче вырнаçнă улăхра та шурлăхлă вырăнсем пур. Вăл вырăнсенче çăл куçсем тапса тăраççĕ.

Элĕк сали хĕвел анăç енче 12 çухрăмра, Шупашкар хули çурçĕр енче  60 çухрăмра вырнаçнă.
Вырăнти халап

Сала пулса кайни çинчен пĕр халап çӳрет. Халапăн кĕске содержанийĕ çапларах: «Вырăс Сурăм салине пуçласа яраканĕ Шупашкар мăнастирĕнчи пĕр манах пулнă тет. Вăл хресченсенчен çичĕ вăкăр выртмалăх çĕр ыйтнă. Хресченсем килĕшсенех хальхи манах вăкăрĕсене уя илсе тухса пусрĕ тет те тирĕсене сӳсе ансăр хăю евĕр каса-каса сыпрĕ тет. Вара хăй малтан суйланă çĕр çине тир çипписене карса хучĕ тет, çав тери анлă çĕр виçсе илчĕ тет. Çакна курса тĕлĕннĕ халăх ахлатсах янă пулать. «Калаçса килĕшни укçаран хаклăрах», — тенĕ ваттисем. Çапла вара, çак манах чăвашсене улталаса çĕр çавăрса илнĕ пулать те ял пуçласа янă тет».

Халап çăлкуçĕ:
 1) Вырăс Сурăм салинче пурăнакан 92 çулхи Моляков Александр Васильевичран 2013 çулта 5-мĕш класра вĕренекен Викторова Ксения Николаевна çырса илнĕ.
2) Ефимов Л.А. Элĕк енĕ. Историпе краеведении очеркĕсем. Элĕк, 1994. С. 52-53.
3) Чăваш халăх сăмахлăхĕ. Мифсемпе халапсем. Шупашкар, 1987. С. 343-344.
Истори справкиСала пуçланса кайни çинчен документсем те сыхланса юлнă: "Чебоксарский Преображенский монастырь: владевший в 70-х гг. 17 в. д. Голодяихой – 124 крепостными крестьянами мужского пола, 384 дес. пашни, 330 дес. сенокоса, 4 мельницами, рыбными ловлями по р. Волге, получил рыбные ловли по р. Цивилю, а в 90-х гг. захватил большую площадь земли чувашских крестьян. Построив в 1690–91 гг. мельницу под д. Сорма-Маресево тож Чебоксарского уезда, строитель монастыря ‘с братею’ усмотрели возможность захвата земли в этой деревне. В 1691 г. они подали челобитную в Приказ Казанского двора с просьбой пожаловать монастырю якобы ‘выморочную, покидную, пустовую’ землю в указанной деревне.  Просьба была удовлетворена. В 1693 г. монастырю было отмежевано 375,5 дес. пашни, 300 дес. сенокоса, 20 дес. пашенного леса и 15 кв. верст черного леса. Монастырь здесь основал с. Русскую Сорму (ЦГАДДА, ф. 281, оп. 1. д. 14445 лл. 1–3. "Известия по Казанской епархии”, 1906,  № 22, с. 692 "Казанские губеренские ведомости”, 1848, №11)

Сала пуçланса кайнă пирки ятарласа документсем те сыхланса юлнă. Вĕсене тĕрлĕ архивсенче тупса вулама пулать:
Чăваш Республикин тĕп архивĕ (Ревизские сказки)
Чăваш патшалăх гуманитарии институчĕн архивĕ (Н.В. Никольский архивĕ, Н.И. Ашмарин архивĕ тата ыт. те)