Пирĕн порталăн тĕп тĕллевĕ - чăваш вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсене кулленхи ĕçпе вĕренÿре пулăшма хатĕрленĕ сайтсене пĕр çĕре пуçтарасси тата ĕçе туллинрех тума çĕнĕ сайтсем йĕркелесси.
Хальлĕхе ку портала Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн, педагогсен интернет канашлăвĕн, чăваш шкул телевиденийĕн, "Шкулта" интернет журналăн сайчĕсене кĕртнĕ. Малалла ачасене вĕренме пулăшмалли ятарлă сайтсем уçăпăр ку порталта. Малтанласа палăртнă тăрăх кунта теори материалĕсемпе пĕрлех хăнăхтарусем те пулмалла. Унсăр пуçне чăваш ен историйĕпе культурине чĕлхепе çыхăнтаракан тепĕр сайт вырнаçăнмалла, унăн ăшчикне вара вĕрентекенсемпе вĕренекенсен тултармалла пулать.
Анчах та хальлĕхе пурин çинчен те каласа парассăм килмест - хăшĕ-пĕри вăрттăнлăх пултăр. Порталта эсир хăвăра кирлĕ пур япалана тупасса шанса хамăрăн пысăк ĕçе пуçăнăпăр.
|