Кĕçнерни кун, 27.06.2024, 21:21
Приветствую Вас Гость | Регистрация | Вход

Вĕренÿ порталĕ

Меню
Кĕмелли
Сайтри шырав
Статистика
Главная » Топонимика хыпарĕсем
Топонимикăпа ирттернĕ пĕрремĕш интернет олипиадăна тата "Чăваш йăмри" интернет конкурса хутшăннă ачасемпе педагогсем хутшăнаканăн сертификатне Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнчен уçласа илме пултараççĕ. Сайта çак каçăпа кĕме пулать: http://inset.chv.su
Категори: Топонимика хыпарĕсем | Пăхнă: 378 | Хушнă: салам | Хăçан: 15.01.2014 | Комментарисем (0)

Топонимикăн 1-мĕш олимпиадин çĕнтерÿçисем паллă. Вĕсем çинчен инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче пĕлме пулать.  1-мĕш вырăнсене вара  виççĕ ача çĕнсе илнĕ: Дарья Валиулина (Тутар Республики), Ксения Александрова (Канашри 3-мĕш шкул) тата Анастасия Федорова (Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассинчи  вăтам шкул).  Çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Тав çырăвĕпе чыслать. Ачасем Хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. Олипиадăна хутшăнннă шкул ертÿçисем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн Хутшăну сертификатне илме тивĕçнĕ. Чыслав хăçан пуласси çинчен хутшăнакансене уйрăм хыпарлăпăр..
Категори: Топонимика хыпарĕсем | Пăхнă: 415 | Хушнă: салам | Хăçан: 27.12.2013 | Комментарисем (0)

 

Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче топонимика уйрăмне майлама пуçларăмăр. Кунта Чăваш Республикине кĕрекен мĕнпур ялсене, топонимика олимпиадине хутшăнакансем ярса панă материалсене кĕртме палăртнă.

Категори: Топонимика хыпарĕсем | Пăхнă: 523 | Хушнă: салам | Хăçан: 09.07.2013 | Комментарисем (0)